Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +15.3 °C
Кахал ҫӑпата сырнӑ ҫӗре ӗҫчен ӗҫне пӗтернӗ.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Сергей Есенина асӑнса (Галка Ваҫлейӗ)

Раҫҫей-аннемӗр! Аслӑ сӑвӑҫ
Миҫе ӳстертӗн юп курса?
Ӗмӗрлӗхе вӗсем ҫул хыврӗҫ
Кашни хӑйне йӗр хӑварса.

Ума тухса тӑрать Есенин,
Ҫӗршыв мухтавӗ, куҫ кӗрет
Тӗтре яр-уҫӑлчӗ ял ҫийӗн,
Хумханчӗ тырӑ уй-хирте!

Кӑвак тӳпе сан куҫу евӗр,
Сап-сар ыраш - чат ҫӳҫӳ пек...
Хӑҫан ҫав евӗклӗ яш ӗмӗр
Иртсе ҫухалчӗ чуппипе?

Эппин, иртни халь чун-чӗрешӗн
Асра ҫеҫ юлчӗ. Ҫут тӗнче
Ытла ир, вӑхӑтсӑр мӗскершӗн
Сана уйӑрчӗ хӑйӗнчен?

Тӑван ҫӗршывсӑр урӑх саншӑн
Пулман хакли те ҫывӑххи.
Пӗр унӑн туртӑмӗ - ҫут шанчӑк
Сана сунатчӗ кун ҫути.

Раҫҫей ирӗкӗпе ҫӗршывшӑн
Сассу, чӑн, юхрӗ шӑранса!
Кама-ха ал парар сан хыҫҫӑн
Поэзи ҫӳл тӳпинчен пӑхсан?

Тулли, хӗрӳллӗ ҫут талант,
Ҫак ҫут ҫанталӑк пек виҫесӗр
Мухтавлӑ сӑвӑҫ ҫак самант
Аҫта кайса ҫухалтӑн эсӗ?

Каллех, ак, килтӗн куҫ умнех
Хӗвел пек ҫуттӑн, чун пек ҫывӑх.
Анчах ҫӑвар уҫса чёнме
Сана ытла та халӗ йывӑр.

Салхуллӑ кӑмӑл-туйӑмран
Хальхи кунсен ҫул-йӗрӗ урлӑ,
Ҫӗн кӗвӗ шӑратан тӑмра
Хускатрӗ чӗрере сатурлӑх.

Ҫӗкленӳпе уй-хир куҫ хыврӗ,
Хум пек ӑрша сиксе ташлать.
Ӗҫ кӗввипе пӗрлешрӗ юрӑ —
Сассу янрарӗ чӑвашла!

Эппин, юх ҫепӗҫҫӗн, асамлӑн
Поэт кӗвви вӗҫрен-вӗҫе.
Пур халӑха эс тус-тӑваннӑн
Юп куртӑн аслӑ ҫӗр ҫинче!

Галка Ваҫлейӗ


 
Статья каҫми :: Пичет версиӗ

Admin тӳрлетнӗ, информацие 2006-03-12 01:02:16 вӑхӑтра улӑштарнӑ. 2269 хут пӑхнӑ.
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем